Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫамрӑк опера юрӑҫисен М.Д. Михайлов ячӗпе хисепленекен Пӗтӗм тӗнчери III конкурс уҫӑлать.
Пӗрремӗш хут ирттернӗ чух унта хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Мускаври тата Китайри юрӑҫсем хутшӑннӑ пулнӑ. Халӗ, ав, ун анлӑшӗ сарӑлса пырать. Иккӗмӗш хут ирттернӗ чух тӗрлӗ ҫӗршыври 70 ытла юрӑҫ пухӑннӑ-мӗн. Конкурса ирттерме П.И. Чайковский ячӗллӗ вырӑс наци культурин фончӗ пулӑшать иккен. Кӑҫалхине хутшӑнма 40 ытла заявка килнӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗн сцени ҫинче вилӗмсӗр «Нарспи» поэма тӑрӑх лартнӑ оперӑна ҫӗнӗрен курса киленме май килӗ. Театр ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме республика хыснинчен укҫа ҫӗнсе илнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Георгий Хирпӳ композитор кӗввипе Борис Марков режиссёр сцена ҫине 1967 ҫулта опера евӗр кӑларнӑ-ха. Халӗ ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи Ольга Нестерова тепӗр хут лартасшӑн. Ҫитес ҫул Раҫҫей тата чӑваш халӑх артисчӗ Борис Марков ҫуралнӑранпа 90 ҫитет. Шӑпах ӑна халалласшӑн та оперӑна. Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш режиссёрӗ пулнӑ ҫав ҫын республикӑн опера сцени ҫине 20 ытла спектакль, ҫав шутра оперӑсемпе опереттӑсем, музыка камичӗсем, кӑларнӑ.
Аса илтеретпӗр, 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Нарспие» мюзикл евӗр сцена ҫине кӑларнӑччӗ. «Нарспи» спектакль аслисене ҫывӑххине, анчах вӑл ҫамрӑксен чунне витерейменнине асӑрханӑ маттур чӑвашсем — Николай Казаков композиторпа Борис Чиндыков драматург — мюзикл ҫырас шухӑша 1989 ҫултах тытнӑ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пушкӑртстан культурин кунӗсем иртмелле. Кун пирки Культура министерствинче паян иртнӗ пресс-конференцире тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Культура кунӗсене ирттернӗ ҫӗре Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Рустэм Хамитов килсе ҫитмелле.
Мероприятие кӗҫнерникун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче официаллӑ майпа уҫӗҫ. Вӑл вӑхӑтра харӑсах темиҫе курав йӗркелеме палӑртнӑ. Сӑмахран, Пушкӑртстанӑн Наци музейӗн фондӗнчи «Пушкӑрт халӑхӗн пурлӑх культури» экспозицисемпе паллашма май килӗ. Е тата «Пушкӑртстан — Евразин ахахӗ» фотоӗҫсен куравӗ те пухӑннисене кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Унтах алӗҫ ӑстисен япалисене тата пушкӑртсен кӗнекисене туянма май килӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те курав ӗҫлӗ. Наци библиотекине вара пушкӑрт писателӗсем килсе ҫитӗҫ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансем валли те ырӑ хыпар пур — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Мустай Карим ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн «Радость нашего дома» спектакльне кӑтартӗҫ.
Ыран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ пуху пулӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.
Пухӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑслӑлӑх тухтӑрӗсем, академиксем, культура министерствипе вӗрентӳ министрествисен ертӳҫисем пулӗҫ. Пухӑннисем умӗнче Н.В. Фёдоров тухса сӑмах калӗ.
Пухӑва аякра пурӑнакан чӑвашсем те курма пултарӗҫ — ӑна интернет урлӑ кӑтартӗҫ. Адресӗ: mms://media.cap.ru/20080424-Yakovlev
Кӑҫал Президентӑн Ҫӗнӗ Ҫул Ёлкине тӑватӑ хут ирттерӗҫ. Чӑваш Ен президенчӗ хушӑва раштавӑн 14-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Яланхи пекех Президент Ёлки Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Ачасем тӑватӑ кун савӑнӗҫ — раштавӑн 25, 26, 27 тата 29-мӗшӗнче. Республикӑри районсемпе хулисенчен килнӗ ачасене пурне те парнесем парӗҫ, юрӑ-ташӑпа, конкурссемпе савӑнтарӗҫ.
Шупашкар районӗнчен унта 60 шкул ачи кайӗ. Вӗсем вӗренӳре «пиллӗк» паллӑсемпе вӗренеҫҫӗ, районпа республика шайӗнчи олимпиадӑсенче ҫӗнтереҫҫӗ, пултарулӑх конкурсӗсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсенче пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ — Президент Ёлкине кайма чӑнах та тивӗҫ! Ҫавӑн пекех унта «Тантӑш» хаҫатӑн конкурсӗсене хутшӑннӑ 3 ҫамрӑк журналист кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |